Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тепĕр палăк

Тепĕр палăк

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă моряксене халалласа палăк уçнă.

Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă памятникпе юнашар вырнаçтарнă. Вăл, чи малтанах, Владимир Матвеев, Юрий тата Петр Марковсем, Анатолий Козлов, Владимир Зиновьев, Станислав Матвеев, Владимир Петров, Сергей Скворцов тăрăшнипе йĕркеленнĕ.

Палăка уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов тата ыттисем хутшăннă.

Леонард Васильевич округри моряк-ветерансене уявпа саламланă май çакна палăртнă:

— Çак палăк çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани памалли тепĕр вырăн пулса тăтăр. Кунта килсе вĕсем аслисенчен, ашшĕ-аслашшĕсенчен ырă тĕслĕх илччĕр, вĕсен Тăван çĕршыва хỹтĕлес туйăм яланах вăйланса кăна пытăр.

Хăю касса уçнă тата чечексем хунă хыççăн палăка Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан иероманах сăвапланă. Ăна тата Юрий Маркова «Боевое братство» обществăлла организацин медалĕпе чысланă. Сцена ăстисен юрри-кĕвви пухăннисене хавхалану кỹнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code